Интернет-сайтсенчен пĕринче Владимир Путинăн Санкт-Петербург мэрийĕнче тулаш çыхăнусен комитечĕн председателĕ пулса ĕçленĕ вăхăтри визит карточкине сутлăха тăратнă. Вăл икĕ миллион тенкĕ тăрать.
Президентăн официаллă порталĕнче çырнă тăрăх, асăннă должность пуканне В. Путин 1991-1996 çулсенче йышăннă. Визитка икĕ енлĕ, должноçĕпе контакчĕсене вырăс тата акăлчан чĕлхисемпе çырнă.
«Владимир Путин хăй комитет председателĕ пулса ĕçленĕ чухне визиткине манăн аттене панă. Паллашу хучĕ 20 çул ытла упраннă. Пахалăхĕ унăн лайăх», - çырнă ÿкерчĕк айне.
Асăннă лота «хобби тата кану» категоринче сутаççĕ. Вăл «паллă çынсен япалисем, автографсем» йышне кĕрет.
Çак пурлăхсем хушшинчех икĕ эрне каялла Владимир Путинăн тепĕр визит карточки, 1990 çç. Ленинград хулинчи халăх депутачĕсен Канашĕнче ĕçленĕ чухнехи паллашу хучĕн «100% оригиналĕ», килсе тухнă. Вăл 950 пин тенкĕ тăрать.
Тепĕр сутуçă вырăс чĕлхипе çырнă 1992-1994 çç. усă курнă визиткăшăн 200 пин тенкĕ ыйтать. Ун çинче В. Путин телефон номерĕсенчен пĕрне алăпа çырни пур. Ун чухне вăл тулаш енчи çыхăнусен комитечĕн председателĕ пулса ĕçленĕ.
Тата тепĕр сутуçă вара çавăн евĕрлех визит карточкишĕн 400 пин ыйтать. Хăй ăнлантарнă тăрăх, паллашу хучĕ ун патне «ĕмĕр пуçламăшĕнче» болгари компанин пуçлăхĕнчен çитнĕ. Ют çĕршыв компанийĕн пуçлăхне паллашу хутне Путин хăй аллипе панă.