Новости
29 Октября 2019, 06:38

Пĕтĕм тĕнчери Фольклориадăна ирттерме 300 млн тенкĕ уйăрĕç

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостанФинанс министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Лира Игтисамова пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстан хăйĕн бюджетĕнчен Пĕтĕм тĕнчери Фольклориадăна ирттерме 300 млн тенкĕ нухрат уйăрма палăртать. 464 млн тенкине вара федераллă бюджетран ыйтнă.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
Финанс министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Лира Игтисамова пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстан хăйĕн бюджетĕнчен Пĕтĕм тĕнчери Фольклориадăна ирттерме 300 млн тенкĕ нухрат уйăрма палăртать. 464 млн тенкине вара федераллă бюджетран ыйтнă.
Культура сферине çулсерен 6‚6 млрд ытла тенкĕпе тивĕçтерме шантараççĕ. Çитес çул «Культура» наци проекчĕ шайĕнче культура учрежденисене юсама 400 млн тенкĕ уйăрĕç. Çулсерен «Пултаруллă çынсем» проекта (пултаруллă çамрăксене хатĕрлесси) 50-шар млн тенкĕпе тивĕçтерĕç. Пĕр грант вара 50 пин тенкĕпе танлашĕ.
2020 çул бюджетран спорт валли 1‚3 млрд тенкĕ уйăрĕç. Çак укçа-тенкĕпе республика чысне хÿтĕлекен командăсем хатĕрлĕç‚ спорт мероприятийĕсене ирттерĕç‚ спортменсене укçа-тенкĕ парса хавхалантарĕç‚ спорт хатĕрĕсемпе инвентарьсем туянĕç.
Çамрăксен политикипе çыхăннă ыйтусене татса пама та çулсерен 1 млрд тенкĕпе тивĕçтерĕç. Укçа-тенкĕн ытларах пайĕ ачасен канăвне йĕркеленĕ çĕрте тăкакланĕ. Сăмахран‚ 2020 çулта 164 пин ачана канма 715 млн тенкĕ уйăрĕç. Асăннă нухратпа лагерьсемпе санаторисенче канма путевкăсем туянĕç. Вĕсен шутĕнче Крыма каймалли путевкăсем те пулĕç. Ытти укçа-тенкĕпе вара çамрăксен проекчĕсене тата пуçарулăхĕсене пурнăçлама палăртаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас