Пур хыпар та
Новости
29 Октябрӗн 2019, 11:31

Раççей Президенчĕ Чăваш Ен спортсменне саламланă

#ВладимирПутинОктябрь уйăхĕн 4-13-мĕшĕсенче Германири Штутгарт хулинче спорт гимнастики енĕпе 49-мĕш тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Раççей чысне икĕ хутăш команда – арçынсемпе хĕрарăмсен - хÿтĕленĕ. Пĕрремĕшĕсем 261‚726 балл пухса мала тухнă‚ ылтăн медаль илме тивĕçнĕ. Спорт гимнастики енĕпе Раççей команди йышĕнче Чăван Енĕн спортсменĕ те пулнă. Вăл – Владислав Поляшов.

#ВладимирПутин
Октябрь уйăхĕн 4-13-мĕшĕсенче Германири Штутгарт хулинче спорт гимнастики енĕпе 49-мĕш тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Раççей чысне икĕ хутăш команда – арçынсемпе хĕрарăмсен - хÿтĕленĕ. Пĕрремĕшĕсем 261‚726 балл пухса мала тухнă‚ ылтăн медаль илме тивĕçнĕ. Спорт гимнастики енĕпе Раççей команди йышĕнче Чăван Енĕн спортсменĕ те пулнă. Вăл – Владислав Поляшов.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Владислав Поляшов гимнаста тата арçынсен çĕршыври командине 2019 çулхи тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ ятпа саламланă.
Владислав Поляшов - олимп резервĕсен 6-мӗш спорт шкулĕн воспитанникĕ, Раççей спорт мастерĕ.
«Хисеплӗ Никита Владимирович, Артур Грачьевич, Давид Сагитович, Иван Алексеевич, Денис Михайлович тата Владислав Сергеевич! Штутгартри тӗнче чемпионатӗнче эсир чӑн-чӑн триумфаторсем пулса тăтăр, Раҫҫейӗн спорт гимнастикинче нумай енӗпе кĕрешсе эсир пуҫласа пъедесталӑн çÿлти картлашки çине хӑпарма пултартăр. Сире, сирĕн тренерсене тата наставниксене паллă пулӑмпа чунтан саламлатӑп» тесе ҫырнӑ салам телеграмминче.
Читайте нас