«Хизб ут-Тахрир аль-Ислами» террористсен организацийĕн Ĕпхÿри уйрăмĕн 12 членĕ Раççей Федерацийĕн Аслă сучĕн юлашки приговорне итленĕ. Малашне 29 çулхи Батыр Мухаметовпа Булат Рахманов, Артем Наумовпа Руслан Зайнуллин, 27 çулхи Урал Абдрахимовпа Тимур Гадиев, 36 çулхи Михаил Топтыгинпа 34 çулхи Радик Валиахметов, 28 çулхи Вадим Давлетбаевпа 23 çулхи Ярослав Тимофеев тата 25 çулхи Урал Галиев хăйсен пурнăçĕн пĕр пайне - 11 çултан пуçласа 16,5 çулччен - йĕплĕ пралук хушшинчи колонинче ирттерĕç.
«Следстви материалĕсем тăрăх, Мухаметовпа Рахманов «Хизб ут-Тахрир аль-Ислами» членĕсем пулнă май, çак организацин ытти ĕçченĕсемпе пĕрлешсе Ĕпхÿре регионаллă тытăмне йĕркеленĕ», - çирĕплетнĕ Пушкăртстанăн Ĕпхÿри федераллă хăрушсăрлăх службин пресс-службинче. - Преступниксем асăннă организаци террористсен ушкăнĕ пулнине тата унăн ĕç-хĕлне Раççейре чарнине лайăх пĕлнĕ. Апла пулсан та асăннă пĕрлĕхĕн Ĕпхÿри уйрăмĕ вăрттăн пухусем ирттернĕ, çирĕп дисциплинăна тата ертÿçисене пăхăнса пĕтĕçÿллĕ ĕçленĕ. Кашнинех хăйĕн пĕлтерĕшĕпе тĕллевĕ пулнă».
Пирĕн çĕршывра чарнă организацине кĕнĕ май, çынсем аслă ертÿçисем хушнине ним хирĕçлемесĕр пурнăçлама тупа тунă. Республикăри Федераллă хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем айăпланакансен килĕсенче вулама юраман кĕнекесем, экстремистла материалсем тупнă.
«Хизб ут-Тахрир» организацине хутшăнакансене айăпласа пĕрремĕш приговора Атăлçи округри çар сучĕ 2019 çулхи февраль уйăхĕнче йышăннă. Айăпланакансем суд йышăнăвĕ пирки çăхав çырнă. Анчах та Раççей Федерацин Аслă сучĕ Мухаметовпа Рахманов айăплав срокне çур çул та виçĕ уйăх таранччен ÿстерме йышăннă.