Пур хыпар та
Новости
31 Октябрӗн 2019, 11:54

Пелепейĕнче, унчченхи çар чаçĕн вырăнĕнче, индустри паркĕ пулĕ

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостанПушкăртстанри Аталану корпорацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Пелепейĕнче, маларах çар чаçĕ пулнă вырăнта, индустри паркĕ тăвĕç. Специалистсем икĕ лаптăка пăхса тухнă: пĕри - 100, тепри 10 гектар йышăнать.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
Пушкăртстанри Аталану корпорацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Пелепейĕнче, маларах çар чаçĕ пулнă вырăнта, индустри паркĕ тăвĕç. Специалистсем икĕ лаптăка пăхса тухнă: пĕри - 100, тепри 10 гектар йышăнать.
Çывăх вăхăтра район администрацийĕнче предпринимательсемпе тĕлпулу йĕркелĕç. Çак тĕлпулу вăхăтĕнче индустри паркĕнче вырнаçнă предприятисем мĕнле çăмăллăхсемпе усă курни çинчен каласа парĕç. Сăмах май, резидентсен списокне хатĕрленĕ те ĕнтĕ.
Пелепей хулине 2016 çулта социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территори (ТОСЭР) статусне панă. Çакă резидентсене çăмăллăхсем илме пулăшать.
2024 çул тĕлне регионта пĕтĕмĕшле туса кăларакан тавар виçи шайĕ 2 трлн тенке çитмелле. Пушкăртстан Пуçлăхĕн «сентябрьти» указĕпе килĕшÿллĕн, ун валли икĕ экономика зони, 50 индустри, агропромышленность, техника паркĕ йĕркелемелле.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас