Пур хыпар та
Новости
31 Октябрӗн 2019, 11:48

Раççейре интернет урлă наркотик сĕннĕшĕн явап тыттарассине хытарнă

#ВладимирПутинРаççей Президенчĕ Владимир Путин наркотиксене интернет урлă пропагандăланăшăн тата унпа усă курма сĕннĕшĕн уголовлă явап тыттарассипе çыхăннă йĕркесене çирĕплетме сĕннĕ. Çак хушăва патшалăх пуçлăхĕ Раççей Правительствине 2019 çулхи сентябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Инçет Хĕвелтухăçне аталантарассипе çыхăннă ыйтăва общество представителĕсемпе сÿтсе явнă хыççăн панă.

#ВладимирПутин
Раççей Президенчĕ Владимир Путин наркотиксене интернет урлă пропагандăланăшăн тата унпа усă курма сĕннĕшĕн уголовлă явап тыттарассипе çыхăннă йĕркесене çирĕплетме сĕннĕ. Çак хушăва патшалăх пуçлăхĕ Раççей Правительствине 2019 çулхи сентябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Инçет Хĕвелтухăçне аталантарассипе çыхăннă ыйтăва общество представителĕсемпе сÿтсе явнă хыççăн панă.
- Наркотиклă тата психотроплă хатĕрсене саккуна пăсса обществăра сарассине хирĕç кĕрешмелли хушма мерăсем йышăнмалла, Раççей законодательствине çĕнĕ улшăнусем, «Интернет» сетĕнче наркотикпа усă курма сĕннĕшĕн тата ăна пропагандăланăшăн уголовлă явап тыттарассине, кĕртмелле, - тенĕ хушура.
Паянхи саккун тăрăх, наркотиксене пропагандăланăшăн административлă явап çеç тыттараççĕ. Унсăр пуçне штраф евĕрлĕ санкцисем, ахаль çынсемшĕн 5 пин, уйрăм предпринимательсемшĕн 50 пин, юридици çыннисемшĕн 1 млн тенкĕ, пама пултараççĕ. Ют çĕршыв çыннисемпе гражданство çуккисемшĕн штраф виçи - 5 пин. Çавăн пекех вĕсене Раççей Федерацийĕнчен кăларса яма, 15 талăка арестлеме пултараççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас