Çак кунсенче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви çурчĕ умĕнче‚ Смоленск лапамĕнче‚ Евгений Примаков палăкне уçнă церемоние хутшăннă.
Евгений Примаков политик‚ Тулашри разведка службин ертÿçи пулнă. Вăл 1998-1990 çç çĕршывăн премьер-министр постне йышăннă вăхăтра палăрса юлнă. Уйрăмах Вашингтона ĕçлĕ визитпа командировкăна кайма тухсан (Югославинче Америка самолечĕсем бомба тăкма пуçланă хыççăн) Атлантика океанĕ çийĕнче хăйĕн самолетне каялла Раççее таврăнма хушнипе асра юлнă. Çак пулăмпа вăл Пĕрлешÿллĕ штатсен ĕçне ырламаннине пĕлтернĕ.
Палăк уçнă чухнехи церемонинче РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров‚ Мускав мэрĕ Сергей Собянин‚ Евгений Примаков мăшăрĕ – Ирина Примакова пулнă. Мероприятие Раççей Президенчĕн халăхсем хушшинчи культура енĕпе ĕçлекен представителĕ Михаил Швыдкой ертсе пынă. Монумента халăх художникĕ Георгий Франгулян ертсе пыракан автор ушкăнĕ хатĕрленĕ.
2019 çулхи октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче патшалăх деятелĕ‚ ăсчах тата политик Евгений Примаков 90 çул тултарнă пулĕччĕ.