Пушкăртстан Пуçлăхĕ Калининград облаçĕнчи Светлогорск хулинче Раççей Президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ Патшалăх канаш президиумĕн анлă ларăвне хутшăннă.
Ларура регионсенчи сывлăх сыхлавĕн тĕп тĕллевĕсене сÿтсе явнă. Владимир Путин палăртнă тăрăх‚ юлашки çулсенче сывлăх сыхлав сферинче чылай ĕç туса ирттернĕ. Чи пĕлтерĕшли вара – вăтам пурнăç тăршшĕ ÿсни. Сăмахран‚ 2014 çулта 70‚9 çулпа танлашнă пулсан‚ 2019 çулта 73‚6 çула çитнĕ.
Çав хушăрах‚ Раççейре пурăнакансенчен 60% медицина пахалăхĕ çÿллĕ шайра пулманнине палăртаççĕ. Кунта сăмах медицинăн малтанхи звени пирки пырать.
- Август уйăхĕнчен пуçласа çак темăпа вуншар канашлу ирттертĕмĕр. Вĕсенче çынсемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврăмăр. Вĕсен шутĕнче пĕрремĕш пулăшу паракан учрежденисем тивĕçлĕ пулманни: ФАПсем‚ врач амбулаторийĕсем‚ поликлиникăсем‚ район больницисем. Çуртсенчен нумайăшне иртнĕ ĕмĕрĕн варринче хăпартнă‚ темиçе çул юсаман. Пурлăх никĕсĕ вара питех те япăх‚ кадрсем çитмеççĕ‚ – тенĕ Владимир Путин.
Паянхи кун тĕлне президент хушăвĕпе медицинăн малтанхи звенине çĕнетессипе çыхăннă принципа çирĕплетнĕ. Федераци субъекчĕсем ăна тĕпе хурса 2020 çулхи январь уйăхĕн 10-мĕшĕччен регион программисене хатĕрлемелле. Унсăр пуçне июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕсене йышăнмалла.
Патшалăх канаш президиумĕн анлă ларăвĕ семинар-канашлу евĕр виçĕ куна тăсăлнă. Çав вăхăтра регион ертÿçисем тĕрлĕ ушкăнсенче ĕçленĕ.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров малтанхи медицина тата санитари пулăшăвĕн ыйтăвĕсене пăхса тухакан ушкăна кĕнĕ. Семинар вăхăтĕнче тăратнă сĕнÿсене Патшалăх канаш президиумĕн ларăвĕнче пăхса тухнă.
- Сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусем нумай.Çапах та эпир малтанхи медицина пулăшăвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврăмăр‚ – тесе пĕлтернĕ Радий Хабиров. – Пĕрремĕшĕ вăл – кадрсем çитменни. Çак ыйтăва мĕнле татса парассипе‚ вăтам медицина персоналĕсемпе тухтăрсен малтанхи звенине çирĕплетессипе çыхăннă сĕнÿсем чылай пулчĕç. Иккĕмĕшĕ – малтанхи звенон пурлăх никĕсне аталантарасси‚ юсав ĕçĕсем туса ирттересси‚ çĕнĕ поликлиникăсем хăпартасси. Пирĕн ушкăнăн сĕнĕвĕ – ял медицинине çĕнетесси. Маншăн та вăл чи пĕлтерĕшли. Мĕншĕн тесен Пушкăртстанра ял çыннисен йышĕ пысăк. Çавăнпа çак ыйту пирĕншĕн малти вырăнта тăрать.
Радий Хабиров пĕлтернĕ тăрăх‚ ушкăнсем чылай ыйтусемпе сĕнÿсем тăратнă. Вĕсене президент хушăвĕн йышне кĕртессе шанаççĕ.
- Тепĕр хут калатăп‚ маншăн чи пĕлтерĕшли – ял ти медицинăна çĕнетесси тата ăна пулăшу парасси‚ – хушса каланă Пушкăртстан Пуçлăхĕ. – Медицина оборудованийĕсемпе эмелсем туянассипе çыхăннă калаçу питĕ интереслĕ иртрĕ. Мĕншĕн тесен вăл йывăр йĕркеленекен‚ коррупципе çыхăннă ĕç. Унсăр пуçне ытти регионсен опычĕпе паллашрăмăр. Эпир те хамăр патра тавар туянассине централизаци тата стандартизаци витĕр ирттерĕпĕр. Президент пирĕн сĕнÿсене ырласа йышăнчĕ. Уйрăмах çынсене хут справкăсемпе тивĕçтерессине пăрахăçламаллине. Граждансем пĕр хут татăккишĕн эрнешер ан чупчăр тесен пурне те цифрăна куçармалла. Çакă комплекслă‚ пысăк тата тулли ĕç‚ – тенĕ ПР Пуçлăхĕ.