Тăхăр уйăх хушшинчи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Пушкăртстан пурăнмалли çурт-йĕре хута ярас енĕпе Атăлçи федераллă округра иккĕмĕш вырăнта тытăнса тăни паллă. Пĕр çын пуçне çурт-йĕр хута ярас енĕпе 3-мĕш вырăнтан пиллĕкмĕшне куçнă (1000 çын пуçне 382 тăваткал метр).
Пушкăртстанстат кăтартăвĕсем тăрăх, январь-сентябрь уйăхĕсенче республикăра 1,55 млн тăваткал метр çурт-йĕр – 19,3 пин хваттер тата уйрăм çурт - хута янă.
Çынсем хăйсен шучĕпе тата кредит илсе 9348 уйрăм çурт, пĕтĕмĕшле 1 млн тăваткал метр (вăтамран пĕр çурта 107 тăваткал метр тивет), хăпартнă. Çакă пĕтĕмĕшле çурт-йĕрĕн 70% (2018 çулхи тăхăр уйăхпа танлаштарсан + 1,8%).
Ыттисене 513,3 пин тăваткал метр йышăнакан 9952 хваттере (пĕр хваттер пуçне вăтамран 51,3 тăваткал метр тивет) çурт лартакан компанисем – юридици çыннисем - хăпартнă. Нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартасси тăхăр уйăх хушшинче 36% ÿснĕ.
Надежда РОДИОНОВА.