Пур хыпар та
Новости
5 Ноябрӗн 2019, 11:46

«Туслăх» фестиваль-конкурсран çĕнтерÿпе таврăннă

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн, ноябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Октябрьск хулинче иккĕмĕш хут наци культурисен «Туслăх» («Дружба») регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс иртнĕ.

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн, ноябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Октябрьск хулинче иккĕмĕш хут наци культурисен «Туслăх» («Дружба») регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс иртнĕ.
Унта Тутарстанпа Эрĕнпур облаçĕнчи тата хамăр республикăри 600 ытла хăй пултарулăх артисчĕпе ăста хутшăннă. Вĕсем юрлас, ташлас, халăх йăли-йĕркине кăтартса парас тата декорациллĕ ĕçлев ÿнерĕ енĕпе вăй виçнĕ.Ӳсĕмĕпе те культура ăстисем тĕрлĕрен пулнă - çичĕ çулта пуçласа çичшер-саккăршар теçеткене çитнисем таран.
Октябрьски мэрĕ Алексей Шмелев каланă тăрăх, хула мĕн пуçланса кайнăранпах тĕрлĕ халăхсен килĕшÿпе ăнлану вырăнĕ шутланать имĕш.
- Эпир халăхсен йăли-йĕрки упранса юлса ăруран-ăрăва куçнипе мăнаçланатпăр. Ку вăл - хула округĕнче пурăнакан халăхсен шухăш-кăмăлĕн, ĕмĕчĕн тата кăмăл-сипет пуçламăшĕ. Хула çыннисен гражданла позицин тĕп ориентирĕсем чăтăмлăхпа пĕр-пĕрне хисеплесси, ырă чĕреллĕ те пĕр çемьери пек килĕшÿре пурăнасси пулса тăрать, - тенĕ Алексей Николаевич.
Сăмах май, «Туслăх» фестиваль-конкурса РФ Президенчĕн грантне çĕнсе илнипе çакăн пек анлă та çÿллĕ шайра йĕркелеме пултарнă. Вăл хулари Халăхсен туслăх çуртĕнче иртнĕ.
Пысăк уяв кĕрекине чăваш ушкăнĕсем те хутшăннă. Вĕсем - Пелепей хулинчи «Илем» халăх ансамблĕ, Октябрьскинчи «Илемпи» юрă-ташă коллективĕ тата Тутарстанри Пăкăльма районĕнчи Нăратлă ялĕнчен килнĕ ушкăн. Фестивальтен пелепейсем çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă, «халăх вокалĕ» номинацири «фольклор ансамблĕ» категоринче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çак номинацире октябрьскисем виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Саламлатпăр!
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас