Пур хыпар та
Новости
6 Ноябрӗн 2019, 17:45

Наци тумĕн кунĕ те пулĕ

Пушкăртстанра тепĕр уяв кунĕ хутшăнмалла. Вăл наци тумĕпе çыхăннă.

Пушкăртстанра тепĕр уяв кунĕ хутшăнмалла. Вăл наци тумĕпе çыхăннă.
Çакăн çинчен ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Ĕпхÿри «Башкортостан» патшалăх концерт залĕнче иртнĕ савăнăçлă пуху вăхăтĕнче республикăри премьер-министрăн пĕрремĕш çумĕ Андрей Назаров пĕлтернĕ. Вăл регион правительстви çакна пурнăçа кĕртме кирлĕ хутсене хатĕрлесе çитернине çирĕплетнĕ. Малтан палăртнă тăрăх, Наци тумĕн уявĕ çулталăкне икĕ хутчен иртмелле – апрель уйăхĕн виççĕмĕш эрне кунĕнче тата сентябрĕн иккĕмĕш эрне кунĕнче.
- Пушкăртстанри халăхсен Наци тумĕн уявĕ хамăрăн мăн асатте-асаннесен историйĕпе культури патне каялла таврăнма, çитĕнекен ăру хушшинче кăмăл-сипет хаклăхне сарма май парĕ, - тенĕ вице-премьер.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас