Пур хыпар та
Новости
6 Ноябрӗн 2019, 11:00

Республикăра пурăнакансен шучĕ 4699 çын сахалланнă

Кăçалхи çул Пушкăртстанра пурăнакансен йышĕ 12‚3 пин çын чакнă. Кăтартусем тăрăх‚ 2019 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăра 4 млн та 51 пин çын пурăннă. Пĕтĕмĕшле кăçалхи çул çуралнисен те‚ вилнисен те шучĕ чакнă.

Кăçалхи çул Пушкăртстанра пурăнакансен йышĕ 12‚3 пин çын чакнă. Кăтартусем тăрăх‚ 2019 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăра 4 млн та 51 пин çын пурăннă. Пĕтĕмĕшле кăçалхи çул çуралнисен те‚ вилнисен те шучĕ чакнă.
Январь-август уйăхĕсенче регионта 28 343 пепке çут тĕнчене килнĕ. 2018 çулта çак кăтарту 31 749па танлашнă (-3406). Сакăр уйăх кăтартăвĕсем тăрăх‚ кăçал 33 042 çын çут тĕнчерен уйрăлнă (2018 çул - 34 456 çын ). Вĕсен шутĕнче çулталăк тултарман 189 пепке (иртнĕ çул - 178).
Çуралнисемпе вилнисен шучĕсене танлаштарсан‚ республикăра пурăнакансен шучĕ 4699 çын сахалланнă. Иртнĕ çулхи январь-август уйăхĕнсенче çак цифра самаях пĕчĕк пулнă. Çухату 2707 çынпа танлашнă.
Çут тĕнчерен уйрăлса кайнисенчен нумайăшĕ юн çаврăнăшĕ пăсăлнин ( 45‚4% - 15 008 çын)‚ сиенлĕ шыçă (14‚5 % - 4786) чирĕсене пула вилнĕ. 307 çын (-31) çул çинчи транспортри аварисенче‚ 70 çын (-5) наркăмăшлă алкогольпе сиенленсе‚ 552шĕ (-36) хăйсем çине алă хунă‚ 2065 çын (+367) сывлав органĕсемпе тата инфекци чирĕпе чирлесе çут тĕнчерен уйрăлнă‚ 111 çынна (+5) вĕлернĕ.
Çын шучĕ чакасси çине миграци те витĕм кÿнĕ. Çак сăлтава пула асăннă тапхăрта пĕтĕмĕшле 1382 çын чакнă. 999 çын Раççейри ытти регионсене пурăнма куçнă‚ 404 çын вара Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕшĕвĕн (СНГ) çĕршывĕсене тухса кайнă. Пирĕн республикăна аякри ют çĕршывсенчен вара 21 çын куçса килнĕ.
Пушкăртстанра пурăнакансем сахалрах мăшăрланма тата уйрăлма тытăннине те палăртса хăвармалла. Сăмахран‚ сакăр уйăх хушшинче 16 353 туй кĕрленĕ (-1246)‚ 10 102 мăшăр уйрăлнă (-81).
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас