Раççей Президенчĕ Владимир Путин регионсенчи Шалти ĕçсен ведомствин‚ следстви комитечĕн‚ Айăплав наказанине пурнăçлакан федераллă служба управленийĕн (УФСИН – Управление Федеральная служба исполнения наказания) тата Инкеклĕ ĕçсен министерствин çĕнĕ ертÿçисене палăртнă. Кирлĕ документа право информацин интернет-порталĕнче вырнаçтарнă.
Документпа килĕшÿллĕн малашне шалти ĕçсен службин полковникĕ Алексей Чириков Пушкăртстанри АНПФС управленийĕн начальникĕ пулĕ. Вăл маларах - Алтай Республикинчи‚ унтан Калининград облаçĕнчи АНПФС управленийĕсен пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.
Алексей Чириков 1975 çулхи май уйăхĕн 26-мĕшĕнче Барнаул хулинче çут тĕнчене килнĕ. 1996 çулта Ĕпхÿри милици аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă‚ 2010 çулта Раççейри АНПФС управлени тата право академийĕнче ăс пухнă.
1996 çултанпа уголовлă тата ĕç тăвакан системăра тăрăшать. Алтай тăрăхĕнче тĕрлĕ вăтам тата аслă должноçсенче служба иртнĕ. Алтай Республикинче ĕçлеме тытăниччен Алтай тăрăхĕнчи АНПФС управленийĕн начальникĕн çумĕ пулнă. 2016 çулхи çуркуннерен - Алтай Республикинчи АНПФС управленийĕн пуçлăхĕ. Иртнĕ çулхи кĕркунне Калининград облаçĕнчи Айăплав наказанине пурнăçлакан федераллă служба управленийĕн начальник тивĕçĕсене пурнăçлама пуçланă.