Пур хыпар та
Новости
12 Ноябрӗн 2019, 11:00

Магистратурăри бюджет вырăнĕсемпе çĕнĕ правилăсене пăхăнса тивĕçтерĕç

Унччен маларах Раççей Президенчĕ Владимир Путин наука тата аслă пĕлÿ министрне Михаил Котюкова магистратурăри бюджет вырăнĕсене тĕрĕс уйăрманшăн критикленĕ.

Унччен маларах Раççей Президенчĕ Владимир Путин наука тата аслă пĕлÿ министрне Михаил Котюкова магистратурăри бюджет вырăнĕсене тĕрĕс уйăрманшăн критикленĕ.
Путин каланă тăрăх‚ аслă шкулсенчи бюджет вырăнĕсене паянхи системăпа килĕшÿллĕн уйăрса тухсан‚ студентсене пухса çитереймен хăрушлăх сиксе тухма пултарать. «Апла пулсан‚ магистратурăра никам та вĕренмĕ‚ çак статистикăра ноль пулĕ» тенĕ çĕршыв пуçлăхĕ.
- Воронеж хулинче «вырăс чĕлхи» специальноçĕпе никам та ĕçе кĕреймест‚ мĕншĕн тесен унта ятарлă специалистсем çук. Çак правилăсене пăхăнсан‚ пулас та çук. Мĕншĕн тесен сирĕн пĕр правила теприне хирĕçлет. Пурнăçра мĕн пулса иртнине тĕпе хурса йĕркене кĕртĕр‚ – хушу панă президент.
В. Путин хушăвне тĕпе хурса Наука тата аслă пĕлÿ министерстви магистратурăри валеçÿ принципĕн çĕнĕ правилисене шухăшласа кăларĕ. Студентсене йышăнмалли çĕнĕ моделе 2021-2022 вĕренÿ çулĕсенче пурнăçа кĕртме палăртаççĕ.
Çĕнĕ модель хальхинчен «регионсенчи вĕрентÿ организацийĕсем ыйтнине шута илмесĕр‚ РФ субъекчĕсенче рабочи вăйĕ кирлине тĕпе хунипе» уйрăлса тăрать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас