Ноябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Торатау» Конгресс-холра «Ĕç тухăçлăхĕ тата халăха ĕçпе тивĕçтересси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн I форум-хакатон иртĕ.
Хакатон вăл – «Тухăçлăхра малта пыракансем» программа тăрăх йĕркеленĕ вĕрентÿ‚ – тесе ăнлантарса панă Пушкăртстанри Экономика аталанăвĕн министерствин пресс-служби. – Хакатон экономикăри чĕр тавар мар сегментĕнче тăрăшакан топ-менеджерсемшĕн усăллă. Вĕсем пĕр ушкăна пухăнса хăйсен предприятийĕн тухăçлăхĕпе çыхăннă ыйтăвĕсене сÿтсе явĕç.
Хакатон тĕллевĕ – кросс-функциллĕ команда йĕркелесси. Вĕсем даннăйсен пĕрлĕхлĕ федераллă базине йĕркелесе регионти экономика аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене татса пама пултарĕç. Пĕр сăмахпа каласан‚ федераллă банк тупсăмĕ.
Хакатон миссийĕ – федераллă банк даннăйĕсемпе усă курса регион экономикине аталантарасси.
Форум-хакатон регионти тата федераллă институтсенчи экономикăн чĕр тавар мар сегментĕнчи профессионалсен опычĕпе паллашма‚ вырăнти тухăçлăхăн лайăх практикине ăнлантармалла тума тата ăна пулăшу пама‚ унсăр пуçне предприятисенче Раççей ĕç тухăçлăхне ÿстерекен çын капиталĕн пахалăхне палăртма май парĕ.
- Производство хакатонне предприятисем-нацпроект тата экономикăри чĕр тавар мар сегменчĕн участникĕсем хутшăнма пултараççĕ. Пĕтĕмĕшле заявкăсене пăхса тухсан‚ эксперт канашĕ тухăçлăха ÿстерекен задачăсене палăртĕ‚ – пĕлтернĕ Пушкăртсанри экономика аталанăвĕн министерстви.