Раççей Президенчĕ Владимир Путин грипран прививка тунă. Ун çинчен Патшалăх пуçлăхĕ Правительство членĕсемпе канашлу ирттернĕ чух хыпарланă. Министрсем грипп чирĕпе чирлеме пултарнине вĕсем хăйсене хăйсем амантнипе танлаштарнă. Çавăнпа та Правительство членĕсене хăй пек тума сĕннĕ.
«Грипп чирĕпе чирленĕ-тĕк – хăвна ху амантнă. Епле? Эсĕ çак хăрушлăхран сыхланса юлма пултарнă, анчах та хăвна ху пулăшман. Сире кун çинчен уйласа пăхма ыйтатăп», - илсе кăтартнă Владимир Путин сăмахĕсене Раççей патшалăх информаци агентстви.
Канашлура В.Путин Правительство членĕсемпе Сывлăх сыхлав министрĕн Вероника Скворцован хальхи вăхăтра грипран вакцинаци иртни пирки докладне итленĕ.
Министр пĕлтернĕ тăрăх, юлашки 13 çул хушшинче Раççейре грипп чирĕпе чирлекенсен шучĕ 13 хут чакнă.
Патшалăх пуçлăхĕ çавăн пекех хальхи вăхăтри сывлăш температури çÿллĕ пулсан та «грипп сезонĕ çывхарнине е çитнине» пĕлтернĕ.