Пур хыпар та
Новости
14 Ноябрӗн 2019, 11:45

Тăхăр вун тăхăр тухтăр 1 млн тенке тивĕçĕç

Кăçал «Ял тухтăрĕ» федераллă программăпа килĕшÿллĕн Пушкăртстанри 99 тухтăр 1млн, 10 фельдшер 500 пин тенкĕ илĕç.

Кăçал «Ял тухтăрĕ» федераллă программăпа килĕшÿллĕн Пушкăртстанри 99 тухтăр 1млн, 10 фельдшер 500 пин тенкĕ илĕç. ПР Сывлăх сыхлав министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Кононова пĕлтернĕ тăрăх, тÿлевсене ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлĕç. Унсăр пуçне кăшт каярах «Ял фельдшерĕ» республика программипе килĕшÿллĕн тата 72 фельдшер 500-шер пин илĕç.
«Ял тухтăрĕ» программăна лекмен 150 врач та миллионшар тенке тивĕçнĕ. Асăннă списокра сакăр тухтăр, вĕсем те хăйсен ĕçтешĕсем пекех миллионшар тенкĕллĕ пулĕç. Çаплах 137 «ансăр» специалиста Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров пуçарса янă программа тăрăх миллион тенкĕ парĕç. Тĕллевлĕ направленипе вĕренекен 1033 студента пилĕк пин тенкĕлĕх, 416 ординатора 8 пин тенкĕлĕх тÿлев парса пулăшĕç.
Читайте нас