Ноябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Кигин районĕнче пурăнакан Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕ Иван Несмеянов 100 çул тултарнă. Унăн пурнăçĕ вăрçă тата ун хыççăнхи мирлĕ çулсемпе çыхăннă. Иван Николаевич Байкал енчи фронт пĕрлешĕвĕнче милитаристла Японие хирĕç çапăçнă. Пĕр сăмахпа каласан‚ унăн асĕнче чи вăйлă çапăçусенчен пĕри‚ Маньчжур операцийĕ‚ тăрса юлнă. Хăйĕн çулĕсене пăхмасăр‚ ветеран активлă пурнăç йĕрки тытса пырать. Кигин район администраци пĕлтернĕ тăрăх‚ вăл тăван ялăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнать: нумай вулать‚ шкулсенче хастарлăх урокĕсене йĕркелеме пулăшать.
Сумлă шур сухала Раççей Президенчĕ Владимир Путин‚ хÿтĕлев министрĕ Сергей Шойгу 100 çулхи юбилейпа саламланă. Унсăр пуçне юбиляра сума суса район администраци пуçлăхĕ Шамиль Мухаметдинов та килсе çитнĕ. Вăл Иван Николаевич хăйне евĕрлĕ çын тата республика тантăшĕ пулнине палăртнă. Ветерана чунтан çирĕп сывлăх‚ вăрăм ĕмĕр суннă.