Раççей Президенчĕ Владимир Путин ял тăрăхĕнче ĕçлекен хĕрарăмĕсен ĕç вăхăтне кĕскетессипе çыхăннă саккуна алă пуснă. Документа ноябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче право информацийĕн интернет-порталĕнче пичетленĕ.
Асăннă документ ял тăрăхĕнче пурăнакан хĕрарăмсен ĕç кунне кĕскетме ирĕк парать. Саккунпа килĕшÿллĕн вĕсен ĕç кунĕ эрнере 36 сехетрен ытла пулмалла мар, ĕç укçи вара çавăн пекех сыхланса юлĕ.
Çак çăмăллăха РСФСР Аслă Канашĕ 1990 çулта йышăннă йĕрке тăрăх тытса пыраççĕ. Патшалăх Думи алă пусиччен ял хĕрарăмĕсен ĕç кунне кĕскетессине федераллă саккунпа çирĕплетмен пулнă. Условийĕсене кура ĕç кунне темиçе пая пайланă пулсан, ял хĕрарăмĕсене ĕç укçине те ытларах тÿлĕç.