Пушкăртстанри ултă района пĕчĕк ялсене медицина пулăшăвĕ пама куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пункчĕсемпе (ФАП) тивĕçтернĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланнă.
ФАПсене йĕркелессипе çыхăннă процедурăсем вĕçленнĕ. Çывăх вăхăтра вĕсем Белорецк‚ Абзелил‚ Бурзян‚ Баймак‚ Зианчура тата Зилаир районĕсенче пурăнакан çынсене йышăнма тытăнĕç.
- «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çулталăк вĕçĕччен Пушкăртстана тата куçса çÿрекен 15 фельдшерпа акушер пункчĕ килсе çитĕ‚ – тесе пĕлтернĕ республикăри Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.
Республика валли уйăрса панă мобильлĕ ФАПсене «ПАЗ» автобус никĕсĕ çинче туса кăларнă. Вĕсене кирлĕ оборудованисемпе тивĕçтернĕ: электрокардиограф‚ портативлă экспресс-анализатор кардиомаркер‚ дефибриллятор-монитор‚ гинекологи пуканĕ тата ытти медицина хатĕрĕсем. Çав шутрах анализ илмелли оборудованисем те пур.
Нацпроект вăйĕпĕ 114 больницăпа поликлиникăна 700 ытла принтерпа тивĕçтернĕ. Паянхи кун вĕсемпе активлă усă кураççĕ. Унсăр пуçне сывлăх сыхлав учрежденийĕсене патшалăх информаци системин сечĕпе те çыхăнтарнă.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстан сывлăх сыхлав системине виçĕ çул хушши çулсерен 91 млрд тенкĕ уйăрма палăртать. Виççуллăх бюджетăн проектне республика првительствинче пăхса тухнă ĕнтĕ.
4‚6 млрд тенкĕ нухрата «Сывлăх сыхлавĕ» тата «Демографи» нацпроекчĕсене пурнăçа кĕртме ярĕç‚ 2‚2 млрд тенкипе медицина оборудованийĕсем туянĕç. Çавăн пекех терапевт тата васкавлă пулăшу уйрăмĕсене‚ район тата хула больницисенчи стоматологи кабинечĕсене‚ эндоскопи хатĕрĕсене‚ рентгенаппарачĕсене‚ КТ‚ куçса çÿрекен модуль комплексĕсене çĕнетĕç.