Баймак районĕн администраци пуçлăхĕ Фанис Аминев хăйĕн «ВКонтакте» страницинче ут хуçисене выльăхĕсем çине ялтăрма (светоотражающий) лента çакма сĕнÿ панă. Районта хăй тĕллĕн çÿрекен выльăхсем чылай чухне инкеклĕ лару-тăру патне илсе çитереççĕ.
«Паянхи кун выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнипе чылайăшĕ пурнăçа саплаштарса пырать. Çултан-çул выльăх шучĕ ÿсет, çĕнĕ фермер хуçалăхĕсем уçăлаççĕ. Шел пулин те, кунта лайăххисĕр пуçне начар енсем те пур. Хăй тĕллĕн тăранса çÿрекен выльăхсем тепĕр чухне шар кăтартаççĕ – çынсен пурнăçне хăрушлăх патне илсе çитереççĕ, ана çинчи ял хуçалăх культурисене, çут çанталăка сиен кÿреççĕ», - тесе çырнă Фанис Аминев.
Ун сăмахĕсем тăрăх, хуçасем выльăхĕсене ирĕке кăларса яма хăнăхнă. Лаша кĕтĕвĕсем çулталăк тăршшĕпех тимлĕхсĕр çÿреççĕ, утă çулса илмелли улăх-çарана, хресчен фермер хуçалăхĕсене сиен кÿреççĕ, çул çинче авари хăрушлăхне вăйлатаççĕ.
Çак кунсенче Баймак районĕнчи ялсенче граждансен пухăвĕсем иртнĕ. Унта ут хуçисемпе кĕтÿ йĕркелемелли, выльăхсене чипсемпе тивĕçтермелли, ÿркевлĕ (нерадивый) хуçасене административлă штраф урлă явап тыттармалли çинчен калаçнă.
«Ут хуçисене çак уйăх вĕçлениччен лашасем çине ялтăрма лентăсем çакма, вăхăтран вăхăта усă куракан çимелли тăварсем туянма, лашасене автомобиль çулĕсене кăлармасса, 2020 çулта лаша кĕтĕвĕсем йĕркелеме килĕшÿ тунă. Выльăхăн чăн хуçи пулма вăхăт çитрĕ. Сÿрĕк кăмăллă пулар мар, пĕтĕмĕшле вăйпа аварисенчен сыхланма, çут çанталăка, уй-хирсене упраса хăварма пултарăпăр», - тенĕ Баймак район пуçлăхĕ.