Пур хыпар та
Новости
20 Ноябрӗн 2019, 13:02

Чĕрĕ сасси сăввисенче янрарĕ

Косяковка ялĕнчи вулавăшра Чăваш халăх поэтне Я.Г.Ухсая халалласа унăн 108-мĕш çуралнă кунĕ умĕн (сăмах ăсти ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă) литература каçĕ иртрĕ.

Косяковка ялĕнчи вулавăшра Чăваш халăх поэтне Я.Г.Ухсая халалласа унăн 108-мĕш çуралнă кунĕ умĕн (сăмах ăсти ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă) литература каçĕ иртрĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче ачасем Яков Гаврилович пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен нумай интереслине пĕлчĕç. Вулавăш ĕçченĕ сăмах ăстин хайлавĕсене чăвашсем кăна мар‚ ытти халăхсем те юратса вуланине палăртса хăварчĕ. Унсăр пуçне Яков Ухсай кулленхи пурнăç‚ фольклор тата тăван кĕтес историйĕн ăсти шутланать. Ачасем те мероприятие хăйсен пултарулăхĕпе илем кÿчĕç. Вĕсем поэтăн «Тăван чĕлхе»‚ «Çăлку绂 «Йăмра» тата «Тÿпесем» сăввисене илемлĕ вуларĕç. Я.Г.Ухсай Чăваш Енĕн паллă поэчĕсенчен пĕри пулнине те пĕр иккĕленÿсĕр калама пулать.
Литература каçĕ вĕçленнĕ май‚ çамрăк вулавçăсем «Паян та‚ ыран та‚ темиçе теçетке çул иртсен те унăн чĕрĕ сасси сăввисенче янрĕ‚ темиçе ăру асĕнче тăрса юлĕ» тесе пĕтĕмлетÿсем турĕç.
Светлана ПРИВАЛОВА. Çтерлĕ районĕ.
Читайте нас