Пур хыпар та
Новости
20 Ноябрӗн 2019, 12:58

Кĕр мăнтăрĕн уявĕ

Кашни вăхăт хăй илемĕпе илĕртет. Нумайăшĕ кĕркуннене юратмаççĕ, анчах вăл та хăйне кура илемлĕ вăхăт. Уйрăмах ылтăн кĕркунне асамлăхĕпе тĕлĕнтерет. Йывăçсем тĕрлĕ тĕслĕ тум тăхăнаççĕ, уй-хир тулăх тыр-пулпа куçа савăнтарать, тÿпенелле пăхсан кайăк-кĕшĕк картисене сăнама пулать.

Ахальтен мар пуль поэтсем ылтăн кĕркуннен илемĕпе хавхаланса сăвăсем шăрçаланă. Кăшт вăхăтран çулçăсем тăкăнма, çумăрсем çума тытăнаççĕ, сивĕ çилĕ юр пĕрчисене тустарма пуçлать. Анчах ăшă тум тăхăннă ачасене нимĕн те хăратмасть. Уçăлма тухнă вăхăтра шăпăрлансем кĕрхи улшăнусене сăнаççĕ, ушкăнпа ăмăртса тĕрлĕ тĕслĕ çулçăсем пухаççĕ, юр пĕрчисем ÿкнине пăхса савăнаççĕ. Воспитательсем ертсе пынипе пушă вăхăтра кĕркунне çинчен юрăсемпе ташăсем, сăвăсем вĕренеççĕ. Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче вара кашни çулах ача садĕнче кĕре халалласа уяв иртет. Кăçал та ырă йăлана пăсмарăмăр. Воспитательсемпе ачасем зала илемлĕ çулçăсемпе, хитре ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕсене чĕнмелли çеç тăрса юлчĕ. Аслисем вăрах кĕттермерĕç. Чĕннĕ вăхăта килсе çитсе залра вырăнсем йышăнчĕç. Ачасем кĕркунне çинчен юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç, ушкăнпа илемлĕ ташă ташларĕç. Уява Вăрман, Çумăр тата Кĕр пикисем килсе çитрĕç. Пĕрремĕш пики ачасемпе тĕрлĕ вăйăсем вылярĕ, иккĕмĕшĕ хĕр ачасемпе илемлĕ ташă ташларĕ. Кĕр пики вара тулли карçинккапа çитрĕ. Вăл шăпăрлансене кĕрхи тутлă çимĕçсемпе хăналарĕ. Кĕр уявĕ пурне те хавас кăмăл парнелерĕ.
Ирина ТИМОФЕЕВА,
Алексеевкăри ача сачĕн воспитателĕ.
Пелепей районĕ.
Читайте нас