Новости
20 Ноября 2019, 06:30

Владимир Путин Франци Президенчĕпе Эммануэл Макронпа телефон урлă калаçнă

Франци çĕршывĕ пуçарнипе РФ Президенчĕ Владимир Путин Франци Президенчĕпе Эммануил Макронпа телефон урлă калаçу ирттернĕ.

Франци çĕршывĕ пуçарнипе РФ Президенчĕ Владимир Путин Франци Президенчĕпе Эммануил Макронпа телефон урлă калаçу ирттернĕ.
Декабрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Парижра «норманди формачĕпе» саммит иртессине шута илсе, калаçу ытларах Украинăри лару-тăру пирки пынă. Икĕ ен те саммит Минск килĕшĕвĕсене хăвăртарах пурнăçа кĕртме пулăшассине палăртнă. Çаплах вĕсем Киев Украинăри лару-тăрăва йĕркелеме сăмах пани, ăна пурнăçлама тивĕç пулни çинчен те калаçу хускатнă. Чи малтан сăмах Донбаса уйрăм статус парассипе çыхăннă саккуна вăя кĕртесси пирки пулнă. Владимир Путин Хура тинĕс акваторийĕнчи виçĕ çар карапне (вĕсене 2018 çулхи ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Керчь проливĕ тăрăхĕнче провокаци тунăшăн тытса чарнă) Украинăна тавăрса панине пĕлтернĕ.
Сиринчи лару-тăрăва сÿтсе явнă май çĕршыв пуçлăхĕсем нумай пулмасть ĕçлеме тытăннă Конституци комитечĕн тата Сирине комплекслă гуманитари пулăшу пани пĕлтерĕшлĕ те пысăк пулăм пулнине палăртнă. Раççейпе Францин çар ведомствисем Сирири терриризма хирĕç кĕрешес тĕллевпе малашне те килĕштерсе ĕçлеме калаçса татăлнă.
Юлашкинчен икĕ çĕршыв пуçлăхĕ Раççейпе Франци калаçăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене те хускатнă, тĕрлĕ шайри çыхăнусене малашне те йĕркелесси пирки калаçса татăлнă.
Читайте нас