Пур хыпар та
Новости
22 Ноябрӗн 2019, 11:25

Раççейре ĕçсĕр юлнисен шучĕ чакнă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕлтернĕ тăрăх‚ паянхи Раççей историйĕнче пуçласа ĕçсĕрлĕх шайĕ чакнă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕлтернĕ тăрăх‚ паянхи Раççей историйĕнче пуçласа ĕçсĕрлĕх шайĕ чакнă.
- Январь-сентябрь уйăхĕсенче ĕçсĕр юлнисен шучĕ çĕршывра вăтамран 4‚6 процентпа танлашать. Çакă вăл Раççейĕн паянхи историйĕнчи чи пĕчĕк кăтарту шутланать. – тенĕ В.Путин.
Сентябрь уйăхĕн варринче кăçалхи август уйăхĕнче Раççейри ĕçсĕрлĕх виçи июль уйăхĕнчипе танлаштарсан 106 пин çын чухлĕ чакнине палăртнă. Ку вăл пĕтĕмĕшле 3 млн та 258 пин çынпа тÿр килет. Çак кăтартăва процента çавăрсан‚ вăл 4‚3% пулать. Асăннă кăтарту историри минимума çĕнетнĕ.
- Çав вăхăтрах экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем чакнине пăхмасăр‚ Раççейре унăн позитивлă динамики сыхланса юлнă. Иртнĕ çул çĕршывăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕ 2‚3 % танлашрĕ. Кăçалхи çулăн 3 кварталти кăтартусем 1‚1% чакнă. Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ иккĕмĕш çурçултан çĕршывăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕ самаях ÿснĕ‚ –хушса хунă çĕршыв пуçлăхĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас