Пур хыпар та
Новости
25 Ноябрӗн 2019, 11:55

Пысăк пресс-конференци хăçан иртесси паллă

Кремль пĕлтернĕ тăрăх, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн йăлана кĕнĕ пысăк пресс-конференцийĕ декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче иртет. Унта каяс текен журналистсен декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕччен аккредитаци иртмелле.

Маларах президентăн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков В. Путинăн пресс-конференцийĕ декабрь уйăхĕн варринче иртессине пĕлтернĕ. Пĕлтĕр ун евĕр конференци декабрĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ. Вăл тăватă сехете яхăн тăсăлнă. Ун чухне президент Донбаса оккупациленипе, Вăтаçĕр Африка Республикинче журналистсем вилнипе çыхăнна ыйтусем çине хуравланă.
Кăçалхи пресс-конференци Владимир Путин ирттерекен 15-мĕш пресс-конференци пулать. Пĕрремĕш пресс-конференцине президент 2001 çулхи июль уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кремльте «большая восьмерка» пресс-конференци умĕн ирттернĕ. Мероприятие 400 журналист хутшăннă. Пресса ĕçченĕсем 1 сехет те 33 минут хушшинче Раççейĕн экономикăпа политика аталанăвĕ, Чечняри лару-тăру çинчен 22 ыйту парса ĕлкĕрнĕ.
Читайте нас