Ноябрь уйăхĕн 21-23-мĕшĕсенче Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Пушкăрт патшалăх службипе управленин академинче (кĕскен вырăсла - БАГСУ) «Цифрăллă трансформаципе экономика никĕсĕ: технологисем тата пĕлÿлĕх («Основы цифровой трансформации и цифровой экономики: технологии и компетенции») квалификаци ÿстермелли программăпа вĕренÿ иртнĕ. Вĕренĕве цифрăллă трансформаци ертÿçисене хатĕрлекен Раççей Президенчĕ çумĕнчи Халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин Раççей академийĕ (РАНХ и ГС) йĕркеленĕ.
Çак программа РФ Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă «Цифрăллă экономика кадрĕсем» наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçланнă.
«Наци проекчĕсен ыйтăвĕсене татса пама патшалăх тата муниципаллă служащисене ятарлă пĕлÿ, управлени ĕçне çĕнĕлле пăхни, шухăшлани кирлĕ, - тенĕ БАГСУ ректорĕ Ильгиз Кызыргулов. – Цифрăллă управленин вĕрентÿ программине тĕрлĕ шайри влаçăн тата вырăнти хăйтытăмлăхăн 300 патшалăх тата муниципаллă служащийĕ ăша хывнă».
Асăннă вĕренÿре теорипе практика ĕçне тĕпе хунă. Унта пилĕк юхăма кĕртнĕ: сывлăх сыхлав, экологи, вĕрентÿ, транспорт тата туризм.
Вĕренекенсене ушкăнсем çине пайланă. Вĕсем вĕренÿре ăша хывнă теорие практикăра усă курма хăнăхнă. Вĕрентÿ процессне пĕтĕмлетсе патшалăх служащийĕсем проектсем хÿтĕленĕ.
Программăн тĕп тĕллевĕ - вĕренсе тухнă патшалăх служащийĕсем хăйсен регионĕнчи граждансен пурнăçне лайăхлатасси. «Госуслуги» портала цифрăлла трансформацин чи лайăх тĕслĕхĕ вырăнне илсе кăтартма пулать. Паянхи кун вăл пире тĕрлĕ инстанцисем тăрăх чупассинчен, ытлашши хут ĕçĕсенчен хăтарчĕ.
Асăннă программăна 5 çула тăсма шутланă. Çав вăхăт хушшинче тĕрлĕ регионсенчи 250 пин çынна вĕрентме палăртаççĕ.