Пур хыпар та
Новости
27 Ноябрӗн 2019, 11:30

Нефтекамскинче сĕт кухни уçăлнă

Нефтекамск хулинче сĕт кухни уçăлнă. Çĕнĕ производство Краснокамск, Дюртюли, Янаул, Бирск районĕсенчи тата Агидель хулинчи пине яхăн виçĕ çул тултарман ачасене тÿлевсĕр сĕт продукцийĕпе тивĕçтерĕ. Нефтекамскинче продукцие салатакан икĕ пункт ĕçлет. Талăкне 5 пин тонна сĕте ĕçлесе кăларать, çулталăкне - 1,5 млн порци.

Нефтекамск хулинче сĕт кухни уçăлнă. Çĕнĕ производство Краснокамск, Дюртюли, Янаул, Бирск районĕсенчи тата Агидель хулинчи пине яхăн виçĕ çул тултарман ачасене тÿлевсĕр сĕт продукцийĕпе тивĕçтерĕ. Нефтекамскинче продукцие салатакан икĕ пункт ĕçлет. Талăкне 5 пин тонна сĕте ĕçлесе кăларать, çулталăкне - 1,5 млн порци.
«Çакă хальхи вăхăта юрăхлă, санитари нормисемпе правилисене пăхăнакан производство, вăл пысăк пахалăхлă продукци кăларма тивĕç. Халĕ вăл 4 тĕрлĕ сĕт-турăх продукцийĕ (кефир, сĕт, йогурт, тăпăрч) кăларать, анчах та çывăх вăхăтра вĕсене 12 тĕсе çитерме палăртаççĕ», - ăнлантарса панă ПР Суту-илÿ тата илекенсен прависене хÿтĕлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Алексей Гусев.
Пушкăртстан Республикин ертÿçисем «Сĕт кухнисене» çĕнĕрен йĕркелесе ярасси çинчен килĕшÿ тунă. Пурĕ республикăра виçĕ çула çитмен 150 пин ытла ача пурăнать, вĕсенчен 26 пинĕ укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесенчен. Вĕсем тÿлевсĕр сĕт продукцине илме тивĕç.
Пирĕн регионта хальччен Ĕпхÿ хулинче çеç сĕт кухнисем пурччĕ. Кăçалхи июль уйăхĕнчен Çтерлĕ хулинче те сĕт кухни ĕçлеме пуçларĕ. Вăл тÿлевсĕр сĕт продукцийĕпе Ĕпхÿпе Ишимбай, Мелеузпа Çтерлĕ районсенчи, Салават, Кумертау, Çтерлĕ хулисенчи 2,1 пин ачана тивĕçтерет. Ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче çĕнĕ производство Октябрьски хулинче уçăлчĕ. Унпа Туймазă, Пелепей, Элшей, Давлекан районĕсенчи тата Нефтекамск хулинчи 1,2 пин ача усă кураççĕ. Çулталăк вĕçлениччен Белорецк хулинче, 2020 çулăн I-мĕш кварталĕнче Сибай хулинче сĕт кухнисем уçма палăртаççĕ.
2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен льготăллă категорине кĕрекен ачасене (пурăнмалли минимум шайĕ çемьери кашни çынна çителĕксер пулсан) тÿлевсĕр сĕт продукцийĕпе – ятарлă, хĕрарăм сĕтне çывăх типĕтнĕ хутăшсемпе, пăтăсемпе тата ытти сĕт продукцийĕпе тивĕçтерĕç.
Читайте нас