Пур хыпар та
Новости
27 Ноябрӗн 2019, 16:53

«Урал сасси» хаçатăн 30 çулхи юбилейне халалласа

Хисеплĕ туссем! Декабрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче «Урал сасси» хаçатăн 30 çулхи юбилейне халалланă мероприятисем иртеççĕ.

Хисеплĕ туссем! Декабрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче «Урал сасси» хаçатăн 30 çулхи юбилейне халалланă мероприятисем иртеççĕ.
Уяв программипе килĕшÿллĕн 11.00 сехетре «Чăваш чĕлхипе тухакан пичетпе массăллă информаци хатĕрĕсен аталанăвĕнчи йывăрлăхсем» темăпа «çавра сĕтел» иртет. Канашлу вăхăтĕнче наци журналистикинчи йывăрлăхсене сÿтсе явĕç, экспертсен шухăшне итлĕç, чăваш чĕлхипе тухакан регионти хаçатсен лару-тăрăвĕпе паллашĕç, хаçат чĕлхине сÿтсе явĕç. «Çавра сĕтеле» «Урал сасси» хаçатăн редакторĕ Ю.Н. Михайлов ертсе пырĕ.
«Çавра сĕтел» хыççăн 16.00 сехетре «Урал сасси» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 30 çул çитнине халалланă савăнăçлă пуху иртет. Кăмăл тăвакансене хапăл туса кĕтетпĕр.
Мероприятисем «Урал Батыр» Наци культурисен центрĕнче, çак адреспа: Пелепей хули, Горохов урамĕ, 28 çурт иртеççĕ.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.
Читайте нас в