Новости
28 Ноябрӗн 2019, 06:35

Палăртнă подъездсенчен 30% юсаса ĕлкĕреймен

Пушкăртстанра 2019 çулхи республика программине кĕртнĕ 4000 юсамалли подъездран 2855-че çеç çак ĕçсене туса иртттернĕ. Оперативлă канашлура Регион операторĕн тĕп директорĕ Павел Сафонов пĕлтернĕ тăрăх‚ пурĕ 3914 подъезда çĕнетнĕ‚ илемлетнĕ.

Пушкăртстанра 2019 çулхи республика программине кĕртнĕ 4000 юсамалли подъездран 2855-че çеç çак ĕçсене туса иртттернĕ. Оперативлă канашлура Регион операторĕн тĕп директорĕ Павел Сафонов пĕлтернĕ тăрăх‚ пурĕ 3914 подъезда çĕнетнĕ‚ илемлетнĕ.
Палăртнă графикран Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисем‚ Мелеузпа Белорецк районĕсем кая юлса пыраççĕ.
- Илемлетнĕ тата çĕнетнĕ подъезда кĕрсен чун савăнать. Подъездсене юсамалли программа – çынсен кăмăлне çĕклекен тата вĕсен пурнăçне лайăхлатакан фактор‚ – тенĕ регион пуçлăхĕ Радий Хабиров.
Регион операторĕн тĕп директорĕн сăмахĕсем тăрăх‚ подрядчиксем ĕçсене яваплă пурнăçлаççĕ. Ĕçри çитменлĕхсене хăйсен укçи-тенкипе пĕтереççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ ĕç ресурсĕсен тата конструкци элеменчĕсен çителĕксĕрлĕхĕпе тĕл пулнă. Чылай çуртсенче кĕске вăхăт хушшинче штукатурпа маляр ĕçĕсем пурнăçланнă‚ чÿречесем лартнă. Анчах алăксемпе почта ещĕкĕсене улăштармалли ĕç вăраха тăсăлнă.
Радий Хабиров Çурт-йĕрпе комуналлă хуçалăх министерствине тата Регион операторне кăçалхи çитменлĕхсене шута илсе çитес 2020 çулта йăнăшсем тумасса хушу панă. Регион пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ подъездсене çуртра пурăнакансем акта алă пуссан çеç йышăнмалла.
Çитес çул юсамалли объектсен списокĕ те хатĕр. Унпа фонд сайтĕнче паллашма пулать. Списока 3 382 подъезд кĕнĕ. Ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 1 млрд тенкĕ нухратпа тивĕçтерĕç. Финанс министрĕ Лира Игтисамова лифтсене улăштарма 200 млн тенкĕ ытла уйăрĕç тесе пĕлтернĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас