Владимир Путин Бишкек хулинче иртнĕ Коллективлă хăрушсăрлăх çинчен калакан килĕшÿ организацийĕн (Организация Договора о коллективной безопасности) сессин саммит ĕçне хутшăннă.
Пирĕн çĕршыв пуçлăхĕ Владимир Путин, Армени Республикин Премьер-министрĕ Никол Пашинян, Беларусь Республикин Президенчĕ Александр Лукашенко, Казахстан Республикин Президенчĕ Касым-Жомар Токаев, Кăркăстан Республикин Президенчĕ Сооронбай Жээнбеков, Таджикистан Республикин Президенчĕ Эмомали Рахмон тата Коллективлă хăрушсăрлăх çинчен калакан килĕшÿ организацийĕн секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Валерий Семериков ансăр йышпа тĕлпулу ирттернĕ. Ун хыççăн калаçу пысăкрах йышпа пынă, кашни çĕршывăн делегаци пайташĕсем хутшăнса ĕçленĕ. Унта ют çĕршыв ĕçĕсен, хÿтĕлев министрĕсем тата çĕршывсен Хăрушсăрлăх канашĕн секретарĕсем пулнă.
Саммита хутшăнакансем Коллективлă хăрушсăрлăх çинчен калакан килĕшÿ организацин виçисене пăхăнса пĕрле ĕçлемелли тĕп темăсене сÿтсе явнă. Çавăн пекех регионти тата тĕнчери çивĕч ыйтусене хускатса пĕр-пĕрин сĕнĕвĕсемпе, шухăшĕсемпе паллашнă. Сăмахран, кун йĕркинче Таджикистанпа Афганистан чиккине çирĕплетесси, ООНпа калаçса татăлса пĕтĕмĕшле контртеррористла стратегине пурнăçа кĕртесси тата Коллективлă хăрушсăрлăх çинчен калакан килĕшÿ организацине кĕрекен çĕршывсен тулаш политика ĕçне йĕркелесси пулнă.
Çĕршывсен лидерĕсем çавăн пекех организацин хĕç-пăшаллă çар хăватне аталантарасси тата хăрушлăха хирĕç кĕрешмелли механизмсене çĕнетесси çинче чарăнса тăнă. Çав шутра информаци сферинчи хăрушсăрлăх тата Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине паллă тăвасси пирки.
Унсăр пуçне лару вăхăтĕнче Владимир Путин Коллективлă хăрушсăрлăх çинчен калакан килĕшÿ организацинче 2020 çулта Раççей представительстви тумалли ĕçсен чи кирлĕ те паха енĕсене палăртнă.
Коллективлă хăрушсăрлах çинчен калакан килĕшÿ организацин ларăвне вĕçленĕ май, çĕршывсен пуçлахĕсем документсен пакетне алă пусса çирĕплетнĕ. Çав шутра Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине паллă тăвассипе çыхăнни те пур.