Новости
29 Ноябрӗн 2019, 06:40

Çулсене термопластикпа паллă туни инкекрен сыхлать

Кăçалхи 9 уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Пушкăртстанра çул-йĕр çинчи аварисене пула вилнисен шучĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан 15,4% чакни паллă. ПР Патшалăх транспорт комитечĕн председателĕ Тимур Мухаметьянов пĕлтернĕ тăрăх, çул-йĕр çинче вилекенсен шучĕ чакни автомобиль çулĕсене термопластикпа паллă тунипе çыхăннă.

Кăçал термопластикпа Ĕпхÿ, кăштах Çтерлĕпе Салават хулисен урамĕсенче, 2600 км регионаллă тата хăш-пĕр районсем хушшинчи çулсене паллă тунă çĕрте усă курнă. Çитес çул çĕнĕ материалпа пур муниципалитетсен хушшинчи çулсене те паллă тăвасшăн.
Термопластикăн чи кирлĕ пахалăхĕ – час пĕтменнинче. Сăрă çул çинче вăтамран 3 уйăх тытăнса тăрать пулсан, ирĕлтернĕ термопластик асфальт шăтăкĕсене кĕрсе 6 уйăхран çулталăка çитиччен сыхланать. Çулсене полимерпа палăртса тухни ахаль сăрăран 3-4 хут хаклăрах пулсан та, унпа усă курни пĕтĕм ĕçĕн тăкакĕсене, техникăпа усă курнине, çынсене ĕç укçи тÿленине шута илсен пурпĕрех хăйĕн хакне тавăрать. Çул çинчи транспорт инкекĕсен 42% автомобильсем пĕр-пĕринпе çапăннипе, 23% çуран çÿрекенсене таптанипе, 25% çул хĕррине анса кайнине пула çаврăнса ÿкнипе çыхăннă. Çул çинчи чикĕсене пула лайăх курăнакан тăрăхсем (полоса), пысăк пĕлтерĕшлĕ паллăсем лайăх курăнсан водительсем хăвăртлăхпа дистанцие йĕркелеме, вăхăтлă маневрсем тума, урăх тăрăха куçма, тепĕр транспорта хăваласа çитсе иртсе кайма ытларах май параççĕ. Çавăн пекех çуран çÿрекенсем çине кĕрсе каяс хăрушлăхран сыхлаççĕ.
Читайте нас