Новости
2 Декабря 2019, 06:20

Селекципе генетика центрĕ ĕçлеме тытăннă

Кăçал «Таврос» Пушкăртстан аш-какай компанийĕ Буздяк районĕнче сысна ĕрчетекен селекципе генетика центрне хута янă. 2017 çулта пуçланă проекта пурнăçа кĕртме 3,3 млрд тенкĕ тăкакланă.

Кăçал «Таврос» Пушкăртстан аш-какай компанийĕ Буздяк районĕнче сысна ĕрчетекен селекципе генетика центрне хута янă. 2017 çулта пуçланă проекта пурнăçа кĕртме 3,3 млрд тенкĕ тăкакланă.
Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров Буздяк районне ĕçлĕ çулçÿреве килнĕ чух комплекс ĕçĕпе паллашнă. Пушкăртстанри аш-какай компанин генеральнăй директорĕн çумĕ Ринат Зайнуллин каланă тăрăх, икĕ пысăк комплекс 166 гектар çĕр лаптăкĕ çинче вырнаçнă. Паянхи кун кунта Дани ăрачĕн 5400 сысна амине тытаççĕ. Республика пуçлăхне монитор урлă выльăхсене тытакан условисемпе паллаштарнă. Кунта виçĕ сысна ăратне пĕтĕçтереççĕ (скрещивать), каярах вĕсене Раççей фермисене тата чикĕ леш енне çитереççĕ. Çулталăкне 20 пин ăратлă сысна ÿстерме палăртаççĕ, пĕрремĕш пысăк партие Тамбов облаçне ăсатĕç.
Компанин Чишма, Благовар районĕсенче виçĕ сысна комплексĕ пур, унта сыснасене аш-какай тума ĕрчетеççĕ. «Таврос» компани регионти сыснасен шутне 1 миллиона çитерме палăртать. Радий Хабиров предприятин планĕсемпе кăсăкланнă. Ринат Зайнуллин сăмахĕсем тăрăх, халĕ Пелепей районĕнче какайран тĕрлĕ продукци хатĕрлекен комплекс проектне тăвассипе, продукцие чикĕ леш енне çитерессипе ĕçлеççĕ. Тата тепĕр кирлĕ юхăм – çут çанталăка, таврари çынсене сиен кÿрессинчен сыхлани. Юлашки вăхăтра кунта каяшсенчен газпа удобрени тăвакан оборудование туянасси тата вĕсене хута ярасси пирки çÿтсе яваççĕ. Çак майпа комплекс тавралăха, сывлăша сиен куресси çукпа пĕрех пулĕ.
Читайте нас