Пушкăртстанра кăçал органсене куçарса лартас тĕлĕшпе 50 ытла операци ирттернĕ. Çак пысăк хисепе çитни трансплантаци аталанăвĕн историнче хальччен те пулман.
Пÿрене куçарса лартас операцие пуçласа 1996 çулта Куватов ячĕллĕ республикăри клиника пульницинче ирттернĕ. Çав вăхăтран пуçласа хальхи кунччен Пушкăртстанра çак йышши 468 оперци тунă.
Паянхи кун пÿрепе пĕвере куçарса лартас операцисене республикăри Куватов ячĕллĕ тата ачасен клиника пульницисенче ирттереççĕ. Чĕрене трансплантаци тăвас ĕçе республикăри кардиологи центрĕ пурнăçлать.
Пÿрене куçарса лартас операцие паянхи кун 155 пациент кĕтет. Пурĕ Пушкăртстанĕпе пÿре ĕçне хăй çине илекен терапи комплексĕпе усă курса (заместительная почечная терапия) 1,2 пин ытла çын пурăнать. Пĕвере куçарса лартас операцие 66 пациент, чĕрене 22 çын кĕтет. Хырăм ай парне (поджелудочная железа) куçарса лартассине кĕтекенсем те пур, ку черетре 21 çын тăрать», - хушса каланă министерствăра.