Раççей Президенчĕ Владимир Путин ытлари кун Еврокомиссин çĕнĕ пуçлăхĕпе Урсула фон дер Ляйенпа телефонпа калаçнă. Кун çинчен патшалăх пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков пĕлтернĕ.
Дмитрий Песков сăмахĕсем тăрăх, ытлари кун Президент пĕтĕм тĕнчери икĕ телефон калаçăвĕ ирттернĕ, пĕри - Урсула фон дер Ляйенпа.
Еврокомиссин çĕнĕ председателĕ «пысăк икĕ теçеткене» кĕрекен çĕршыв пуçлăхĕсемпе телефонпа çыхăнма палăртать.