Çтерлĕ хулинче ноябрь уйăхĕ вĕçĕнче «Пушкăртстан Республикин шкулчченхи ача-пăча учрежденийĕсен педагогĕ-2019» професси конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсем иртнĕ. ПР Вĕрентÿ министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, конкурса пултаруллă педагогсене суйласа илес тата вĕсене хавхалантарас, регионти вĕрентÿ организацийĕсен лайăх практикине сарас тĕллевпе ирттереççĕ. Ăмăртура 64 хутшăнакан хăйсен профессионализмĕпе педагогикăри ăсталăхне кăтартнă. Жюри членĕсен суйлавĕ тăрăх, ПР шкулчченхи ача-пăча учрежденийĕсен чи лайăх педагогĕ ятне Çтерлĕ хулин 2№ ача сачĕн воспитателĕ Елена Морозова тивĕçнĕ. Малашне унăн 2020 çулхи Раççей шайĕнчи конкурсра Пушкăртстан чысне хÿтĕлемелле пулĕ.