2020 çулта Пушкăртстанра тата 3 пин гектара яхăн вăрман культурисене хушса лартасшăн. Кун çинчен правительствăра оперативлă канашлура Пушкăртстан вăрман хуçалăхĕн министрĕ Марат Шарафутдинов каланă.
Çавăн пекех вăл кăçал пушара пула 129 гектар вăрман çунса кайни пирки пĕлтернĕ, çитес 2020 çулта çак çухатăва çĕнĕрен юсама шантарнă.
Министр сăмахĕсем тăрăх, Пушкăртстанри вăрмансене юсама республикăри çĕр ытла питомникра 62 млн лартмалли материал пур. Çамрăк калчасем тĕрĕс-тĕкел хĕл каçсан вĕсен çуррине вăрман посадкисенче усă курса пулать.
Марат Шарафутдинов докладĕнчен çакна пĕлме пулнă. 2019 çулта вăрмансене юсас ĕçе планпа килĕшÿллĕн 13,9 пин гектар çинче ирттернĕ. Вĕсенчен 98% - хуçалăхра пысăк пĕлтерĕшлĕ лăсăллă йывăсем. Вăтамран йывăç хунавĕсен 80% чĕрĕлнĕ. Зилаир, Зианчура лесничествисенче типĕ çанталăка пула лартнă хунавсен 60% çеç чĕрĕлнĕ, анчах та çурçĕр-хĕвелтухăç районсенче çак хисеп 93% çитнĕ.