Пур хыпар та
Новости
11 Декабрӗн 2019, 11:20

Юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе тата онкологипе вилнисен шучĕ чакнă

Пушкăртстанра çулталăк вĕçлениччен Дюртюли тата Туймазă хулисенче çĕнĕ ача-пăча поликлиники‚ Благовар районĕнчи Языково ялĕнче тĕп район пульницин хирурги корпусĕ уçăлĕ‚ Ишимбайпа Пелепей хулисенче ача çуратмалли çуртсенче‚ Салаватпа Октябрьски хулисенчи ача-пăча поликлиникисенче‚ Республикăри ачасен клиника пульницин стационарĕнче пуçланă тĕплĕ юсав ĕçĕсем вĕçленĕç. Кун çинчен республика пуçлăхĕ Радий Хабиров ПР Патшалăх пухăвне янă хушура пĕлтернĕ.

«Медицина ыйтăвĕсемпе çийĕнчех ĕçлеме пуçларăмăр. Кĕске вăхăт хушшинче пульницăпа поликлиникăсене 660 медицина ĕçченне явăçтартăмăр. Пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пуриншĕн те
майлă пултăр тесе тăрăшатпăр. Черетре тăрас вăхăта кĕскетрĕмĕр.Тухтăрсем патне çырăнассине çăмăллатрăмăр. Пирĕншĕн чи кирли – çынсене специалист патне лекес тесе эрнипе‚ уйăхĕпе кĕтессинчен хăтарни‚ – тенĕ Радий Хабиров. – Чĕрепе юн тымарĕсенчен тата онкологи чирĕсенчен вилессине чакарас тесе кардиоцентрăн хирурги корпусне тата 9 хутлă онкологи диспансерне хăпартатпăр. Ку республикăра юлашки çулсенче хăпартнă чи пысăк объект шутланать. Республикăри перинаталлă центрăн вертолет площадкине хута янă. Санавиацине йĕркене кĕртĕпĕр‚ вăл асапа лекнисене вăхăтлă пулăшу пама май парĕ. Республикăна питĕ кирлĕ аслисемпе ачасем валли хоспис (унта çынсем мĕн сăлтавпа лекнине пĕлсен хурлăх пусать) пĕтĕм тĕнчипе хăпартатпăр. Кашнинех çак ырă ĕçе хутшăннăшăн тав тăватăп. Пухнă укçа-тенкĕ комплексăн проектне тума çитнĕ. Çывăх вăхăтра асăннă объект пирĕн патра тивĕçлипех пулĕ».
Радий Хабиров çулталăк пуçланнăранпа юн çаврăнăшĕпе тата онкологипе çыхăннă чирсенчен вилекенсен шучĕ пирвайхи хут кемнине пĕлтернĕ.
Читайте нас