Пур хыпар та
Новости
12 Декабрӗн 2019, 11:25

Пушкăртстанри сахăр завочĕ Нидерландине кăшман жомĕ сутнă

Мелеузри сахăр завочĕ Нидерландине пысăк парти - ултă пин тонна - пĕрчĕклетнĕ (гранулированный) кăшман жомĕ ярать. Çакăн пирки экспорта каякан продукцийĕн пахалăхне тĕрĕсленĕ Россельхознадзорăн Пушкăртстанри уйрăмĕн Референт центрĕнче пĕлтернĕ. Предприяти 41 млн тупăш илĕ.

Юлашки вунă çул хушшинче Раççей кăшман жомĕ тата меласса (хура патока) сутас енĕпе тĕнче шайĕнчи лидерсен шутне кĕнĕ. Сахăр туса кăларнă хыççăн юлакан продукци пысăк пахалăхлă выльăх апачĕ шутланать. Экспертсем палăртнă тăрăх, унăн тупăшĕ сахăр сутнипе шайлашуллă.
Унсăр пуçне каяш вырăнне кăларса пăрахакан, ĕçе яман кăшман каяшĕ питĕ йывăр шăршă кăларать, V класлă хăрушă япала шутне кĕрет. Вĕсене анасем çине сапаласа тăкни экологи системине сиенлетет, тăпра виçĕ çултан çеç йĕркене кĕрсе ака тума юрăхлă пулать. 2019 çултан пуçласа Пушкăртстанри виçĕ сахăр завочĕ те кăшман каяшне ĕçе яраççĕ. Чишмари сахăр завочĕ кирлĕ оборудованисене кăçалхи çулла туяннă.
Читайте нас