Новости
16 Декабря 2019, 06:15

Радий Хабиров ялти çамрăк вĕрентекенсене грантсемпе чысланă

Декабрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ĕпхÿре Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ялта ĕçлекен çамрăк вĕрентекенсене пĕрремĕш грантсем парса хавхалантарнă.

Декабрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ĕпхÿре Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ялта ĕçлекен çамрăк вĕрентекенсене пĕрремĕш грантсем парса хавхалантарнă.
2019 çулхи июль уйăхĕнче ялти пултаруллă çамрăк педагогсене пулăшу парас тĕллевпе 600 пин тенкĕлĕх грант пама çирĕплетнĕ. Çитес 2020 çулта грантсен шутне 150 çитерме палăртаççĕ. Çавăн пекех савăнăçлă пухура Радий Хабиров вĕрентÿ системинче тăрăшакансене патшалăх наградисемпе чысланă.
- Эсир пирĕн республикăшăн‚ пирĕн ачасемшĕн нумай вăй хуратăр. Эпир çĕнĕ объектсем хăпартма‚ шкулсене çĕнĕ технологисемпе тивĕçтерме пысăк план тунă‚ – тенĕ республика ертÿçи. – 2020 çулхи февраль уйăхĕнче малашнехи вĕрентÿ системине аталантарассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явма республикăри педагогсен пухăвне пухăнма сĕнетĕп. Ял таврашĕнче ĕçлекен учительсене малашне те пулăшу парăпăр. Саласене çамрăк вĕрентекенсем килччĕр тесе кирлĕ пулсан‚ грантсен шутне те ÿстерме хатĕр.
Справка
Республика Пуçлăхĕн Радий Хабиров Указĕпе килĕшÿллĕн‚ 2019 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çулсерен ялти çамрăк вĕрентекенсене 100 грант пама йышăннă. Грантсене ял таврашĕнчи (вĕсенче ял халăхĕн шучĕ 10 пинрен ытла пулмалла мар) вĕрентÿ организацийĕсенче икĕ çултан кая мар ĕçлекен‚ 35 çула çитичченхи вĕрентекенсем тивĕçĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисемпе муниципаллă районсенчи вĕрентÿ тытăмĕн органĕсем конкурса хутшăнма тивĕçлĕ учительсене сĕнме пултараççĕ. Документсене ПР Вĕрентÿ тата наука министерстви йышăнать. Конкурсăн тулли условийĕсемпе ведомствăн официаллă сайтĕнче паллашма пулать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас