Иртнĕ эрневĕçĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Тутарстанра пулнă. Пĕрремĕш номерлĕ борт Бегишево аэродромне анса ларнă. Аэродромран çĕршыв пуçлăхĕ Анат Чаллă (Набережные Челны) хулине, «КамАЗ» пĕрлешĕве çул тытнă. Унта вăл çĕнĕ производство линийĕсемпе паллашнă, ĕçлекенсемпе калаçнă. Çавăн пекех «КамАЗ» автомобиль завочĕ 50 çул тултарнине халалланă митингра пулнă тата Тутарстан Президенчĕпе Рустам Миннихановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Кама çинчи автомобиль заводне 1969 çулта хăпартма тытăннă. Пулас автогигант площадкин никĕсне декабрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче хума пуçланă. Çăк турттаракан автомобильсен пĕрремĕш партийĕ (пилĕк КамАЗ-5320) конвеертан 1976 çулхи февраль уйăхĕн 16-мĕшĕнче аннă.
Паянхи кун «КамАЗ» - Раççейри чи пысăк автомобиль компанийĕ. Вăл çăк турттаракан «хурçă утсем» кăларас енĕпе тĕнчери лидерсенчен пĕри шутланать. Производство комплексĕ Раççей, СНГ территорийĕсенчи 109 компание пĕрлештерет, çулталăкне 71 пин машина туса кăларма пултарать. «КамАЗсемпе» 80 ытла çĕршыв усă курать.
Юбилее «КамАЗ» тĕплĕн хатĕрленнĕ. Производствăна пĕтĕмпех çĕнетнĕ. Кабинăсен кăшкарне туса кăларакан завод уçнă. Алюминирен топливо бакĕсем тăвакан линие, Р6 двигательсем хатĕрлекен конвеерсене тата ыт. те хута янă. Иртнĕ çул производство хăватне çĕнетме 14 млрд тенкĕ инвестици хывнă.