Пур хыпар та
Новости
18 Декабрӗн 2019, 08:20

346 картиш территорине йĕркене кĕртнĕ

2019 çулта «Пушкăрт картишĕ» («Башкирский дворик») программăпа усă курса республикăра 346 картиш территорине йĕркене кĕртнĕ. Çакăн çинчен ПР премьер министрăн çумĕ - пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министрĕ Борис Беляев правительствăн иртнĕ оперативлă канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

Паянхи кун 44 картиш территорине юсаса тирпей-илем кĕртес ĕç пырать. Çав вăхăтрах 11 килĕшĕве (контракт) пăрахăçланă. Борис Беляев каланă тăрăх, кăçалхи çул ума лартнă мĕнпур тĕллевсене пурнăçламан пулсан та малашне мĕнлерех ĕçлемелли çул-йĕре палăртнă. Вăл çитменлĕхсем çинче чарăнса тăнă. Çав шутра – муниципалитетсем хатĕр пулманни, контрактра кăтартнă сроксене пăхăнманни тата тума палăртнă ĕçсене кирлĕ пек пурнăçламанни, тирпей-илем кĕртес ĕçе комплекслă йĕркелеменни.
Вице-премьер çак ĕçре малта пыракан муниципалитетсене те асăнса хăварнă. Вĕсен шутне Агидель хули, Янаулпа Туймазă, Салаватпа Тÿртÿллĕ, Нуриманпа Татăшлă районĕсем кĕреççĕ. Çавăн пекех вăл Ĕпхÿ хулинчи хăш-пĕр картишсене палăртнă.
- Кăçал пуçланă ĕçсене вĕçне çитермелле, - тенĕ республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров. - Чăн та эсир кăçал хăвăр тунă йăнăшсем çинче вĕренме пултарнине эпĕ ăнланатăп. Малашне вара пирĕн хитре те паха картишсене курас килет. Нимĕнле асăрхаттарни те пулмалла мар.

Читайте нас