Пур хыпар та
Новости
18 Декабрӗн 2019, 11:30

Иглино ялĕнчи тĕп паркра футбол лапамĕ пулĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Иглин районĕнче ĕçлĕ çулçÿревпе пулнă вăхăтра Елена Иглина ячĕллĕ парка çĕнетмелли проектпа паллашнă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Иглин районĕнче ĕçлĕ çулçÿревпе пулнă вăхăтра Елена Иглина ячĕллĕ парка çĕнетмелли проектпа паллашнă. Иглино ял Канашĕн пуçлăхĕ Регина Байдулетова каласа панă тăрăх‚ проектпа килĕшÿллĕн парка кĕмелли вырăна тата сценăна çĕнетме‚ тротуарсемпе ача-пăча лапамĕсене вырнаçтарма‚ çавăн пекех трибунăллă спорт зонине йĕркелеме палăртаççĕ. Унсăр пуçне паркра хальхи технологисемпе усă курса сарнă футбол лапамне те йĕркелĕç. Пĕтĕмĕшле ĕçсен тăкакĕ 67 млн тенкĕпе танлашĕ. Радий Хабиров çак ĕçре паянхи кун пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсе комплекслă майпа усă курмаллине палăртнă. Вăл январь уйăхĕн варриччен регион пуçлăхĕн общество хутлăхне аталантарас енĕпе ĕçлекен канашçипе Ольга Сарапуловапа пĕрле проекта тепĕр хут пăхса тухма хушу панă.
- Сирĕн проектра хăйне евĕрлĕ шухăшсем çитменни палăрать. Эсир сĕнни вăл – кулленхи реноваци. Тепĕр хут шухăшласа пăхăр‚ канашлăр‚ интереслĕ шухăшсем кĕртĕр. Çавăн чух вара сирĕн концепцие пăхса тухăпăр‚ – тенĕ Радий Хабиров.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас