Ĕпхÿре опекунсен (попечительсен)‚ усрав тата патронат çемьесен çĕнтерÿçисемпе номинанчĕсене чысланă. Çак мероприятие виçĕ çулта пĕрре йĕркелесе ирттереççĕ. Вăл çемьене‚ аннелĕхпе аттелĕхе çирĕплетекен тата пулăшу паракан проектсенчен чи пĕлтерĕшли шутланать.
Конкурса хутшăнма 49 çемье заявка тăратнă. Анчах куçăн мар (заочный) тапхăра 35 çемье çеç иртнĕ. Жюри членĕсем пур çемьесем те хăйне евĕрлĕ тата пултаруллă пулнине палăртнă. Çавăнпа вĕсене çĕнтерÿçĕсене суйласа илме çăмăлах пулман. Çапах та икĕ çемье çĕнтерÿçĕ дипломне тата Пушкăртстан пуçлăхĕн 100 пин тенкĕлĕх премине тивĕçнĕ. «Чи лайăх опекун (попечитель)» номинацинче Çтерлĕ хулинче пурăнакан Романовсен çемйи мала тухнă. Виктор Архиповичпа Лилия Евграфовна виçĕ тăван мăнукне опекăна илнĕ. «Чи лайăх усрав çемье» ята Благовещенск хулинчен килсе çитнĕ Валиев-Вервельскаясен çемйи тивĕçнĕ. Вахид Равиловичпа Ирина Александровна 12 усрав ача пăхса çитĕнтереççĕ. Мăшăр 3 тăван тата 9 усрав ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă ĕнтĕ.
ПР Вĕрентÿ тата наука министерствин II‚ III степень дипломĕсене Татăшлă районĕнчи Ахматьяновсен опекун (2 усрав ача)‚ Краснокамск районĕнчи Муллаяровсен усрав (1 тăван тата 3 усрав ача)‚ Салават хулинчи Волковсен опекун (1 усрав ача) тата Янаулти Муллахметовсен усрав (2 тăван тата 2 усрав ача) çемйисем тивĕçнĕ.
Асăннă конкурса Авăркас тăрăхĕнчи Асавпуç ялĕнчи Семеновсен çемйи те хутшăннă. Андрей Гермагеновичпа Ольга Мартыновна пилĕк ача усрава илнĕ. Ачисем тăрăшса вĕренеççĕ‚ спортра та çитĕнÿсем тăваççĕ. Çакна вĕсен пухмачĕнчи Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем чылай пулни çирĕплетет. Семеновсен çемйинче ăшă та ырă лару-тăру хуçаланать. Вĕсем кирек епле ыйтăва та татса пама пултараççĕ‚ çавăнпа йывăрлăхсенчен хăрамалла мар тесе шутлаççĕ.