Новости
20 Декабря 2019, 14:05

Файзи Гаскаров ячĕллĕ халăх ташшă ансамбльне çĕнĕ автобус парнеленĕ

Файзи Гаскаров ячĕллĕ патшалăх ансамблĕ йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнĕ. Ĕпхÿри «Пушкăртстан» патшалăх концерт залĕнче юбилейлă уяв каçĕ иртнĕ.

Файзи Гаскаров ячĕллĕ патшалăх ансамблĕ йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнĕ. Ĕпхÿри «Пушкăртстан» патшалăх концерт залĕнче юбилейлă уяв каçĕ иртнĕ.
Çак чаплă церемони вăхăтĕнче республика правительстви ушкăна хăтлă çĕнĕ автобус парнеленĕ. Артистсем унпа гастрольсене çÿрĕç. Пушкăртстанри культура министрĕ Амина Шафикова ансамбль директорне Алмаз Саетова автобус уççине тыттарнă тата ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн салам сăмахĕсене вуласа панă.
Уяв концентĕнче ушкăн хăйĕн чаплă ташшисене‚ ытти халăх ташшисене‚ хореографи композицийĕсене кăтартнă.
Юбилей ячĕпе артистсене‚ коллективри ветерансене парнесемпе‚ Хисеп хучĕсемпе‚ Тав çырăвĕсемпе чысланă.
Инга АЛЕКСЕЕВА
Читайте нас