Пур хыпар та
Новости
20 Декабрӗн 2019, 11:40

Пушкăртстанри 114 шкул ачи Кремль елкине хутшăнĕç

Кăçал Çĕнĕ çул елки Кремльте декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртĕ. Йăлана кĕнĕ ачасен Çĕнĕ çул уявне Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен 6 пине яхăн ача йыхравланă.

Кăçал Çĕнĕ çул елки Кремльте декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртĕ. Йăлана кĕнĕ ачасен Çĕнĕ çул уявне Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен 6 пине яхăн ача йыхравланă.
Пушкăрстанран Мускава 140 ытла çынран тăракан делегаци çула тухĕ. Вĕсен шутĕнче 8-13 çулсенчи 114 ача тата вĕсене çул çинче ертсе çÿрекен 28 çын (педиатрсем‚ законлăха сыхлакан органсем‚ педагогсем).
Çĕршывăн Тĕп елкине кайма вĕрентÿ отличникĕсем‚ олимпиадăсемпе спорт ăмăртăвĕсен тата пултарулăх конкурсĕсен çĕнтерÿçисем тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Çĕнĕ çул уявне нумай ачаллă тата укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесенчи ачасем те хутшăнĕç. Çавăн пекех çарта хĕсметре тăнă çемьесен (çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра пуçне хунисен)‚ тĕрлĕ хирĕç-тăрусене хутшăннă ветерансен ачисем те Кремль елкине хутшăнма çула тухĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх‚ уяв Кремль Керменĕн фойинче иртĕ. Унта ачасем валли вăйă лапамĕ‚ техникăпа пултарулăх тата илемлĕх мастерскойĕсем ĕçлĕç. Ачасем Измайлов Кремльне те çитсе курĕç.
Декабрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче шкул ачисем киле таврăнма тухĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас