Новости
23 Декабря 2019, 06:35

Пушкăртстанăн Тĕп елкине кама чĕннĕ? Ачасене мĕн парнеленĕ?

Декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Пушкăртстан» патшалăх концерт залĕнче республикăн Тĕп елки иртнĕ.

Декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Пушкăртстан» патшалăх концерт залĕнче республикăн Тĕп елки иртнĕ.
Çĕнĕ çулăн тĕп уявне вĕрентÿ отличникĕсене‚ предмет олимпиадисемпе спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисене‚ илемлĕ пултарулăх фестивалĕсен лауреачĕсене‚ çар çыннисемпе шалти ĕçсен органĕнче хĕсметре тăракансен (çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра пуçне хунисен)‚ укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр нумай ачаллă çемьесен тата сусăр ачасене йыхравланă. Пĕтĕмĕшле уява 8-15 çулсенчи 780 ача хутшăннă.
Декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулине аякри 30 муниципаллă районпа хуларан 300 яхăн шкул ачи килсе çитнĕ. Вĕсене «Зеленая роща» санаторинче вырнаçтарнă.
Мероприяти вăхăтĕнче ачасем «Хĕл Мучийĕн асамлă циркĕ» представлени пăхса савăннă. Кашни куракана Çĕнĕ çул парни парса хавхалантарнă. Регионти Вĕрентÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ шкул ачисене рюкзак‚ çемçе тетте‚ пылак парне тата «На поляне сказок» кĕнеке парнеленĕ.
Республикăри аякри районсенчен килсе çитнисем киле декабрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче таврăннă. Вĕсене кирлĕ çĕре çитерме «Башавтотрансăн» пилĕк автобусне явăçтарнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас