Пур хыпар та
Новости
24 Декабрӗн 2019, 11:20

Аллă предприяти ĕç тухăçлăхне ÿстермелли наци проектне хутшăннă

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе йĕркеленĕ ĕç тухăçлăхне ÿстермелли наци проектне Пушкăртстанри 50 предприяти хутшăннă.

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе йĕркеленĕ ĕç тухăçлăхне ÿстермелли наци проектне Пушкăртстанри 50 предприяти хутшăннă. Çав шутра Ĕпхÿри «Стеклонит» акционерлă общество тата Пелепейри «Хисеп палли» орденлă сĕт комбиначĕ. Ĕç тухăçлăхне ÿстермелли наци проектне хутшăннă предприятисем производство процесĕсене оптимизацилес проекта пурнăçлас тесен эспертсен пулăшăвĕпе тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ.
Çавăн пекех Промышленноçа аталантармалли федераллă фондран пилĕкçуллăха‚ çулталăкне 1% тÿлемелли условипе‚ 50 миллион тенкĕрен 300 миллион таран льготăллă займ илме пултараççĕ. Унсăр пуçне асăннă предприятисен продукцине чикĕ леш енне кăларма пулăшакан «Эспорт акселераторĕ» («Экспортный акселератор») программăпа усă курма та май пур.
Читайте нас