Пур хыпар та
Новости
25 Декабрӗн 2019, 13:26

Хаçат тусĕсене телейлĕ лотерея вылявĕ кĕтет

Хисеплĕ туссем! Енчен те эсир килес çул та пирĕнпе пĕрле пулма кăмăл тунă, хаçата 2020 çулта та илсе тăма çырăннă пулсан, квитанцисене кăларса пăрахма ан васкăр.

Хисеплĕ туссем! Енчен те эсир килес çул та пирĕнпе пĕрле пулма кăмăл тунă, хаçата 2020 çулта та илсе тăма çырăннă пулсан, квитанцисене кăларса пăрахма ан васкăр. Унăн ксерокопине редакцие почта урлă е электронлă почтăпа ярса парăр. Çĕнĕ çул уявĕсем иртнĕ хыççăн, январь уйăхĕн 22-мĕшĕнче, лотерея вылявĕ ирттерĕпĕр. Квитанцисен копийĕсене январь уйăхĕн 21-мĕшчен йышăнатпăр.
Пĕр те пĕр сăлтава пула почта уйрăмне çитсе «Урал сассине» вăхăтлă çырăнса ĕлкĕрейменнисем хаçата февраль уйăхĕнчен илсе тăмалла çырăнма пултараççĕ. Аса илтеретпĕр: хаçат хакĕ çур çула илсе тăма 464 тенкĕ те 40 пус (индексĕ П2754), çулталăка 856 тенкĕ те 80 пус (индексĕ П3362). Пелепей хулинче пурăнакансем хаçата редакци урлă та çырăнма пултараççĕ. Альтернативлă çырăнтару хакĕ çур çула – 350, çулталăка 650 тенкĕ.
Пур хаçат тусне те çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламлатпăр! Ăнăçу, çирĕп сывлăх тата телей сунатпăр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.
Читайте нас