Пур хыпар та
Новости
25 Декабрӗн 2019, 11:50

Крым кĕперĕ урлă чукун çул уçнă

Раççей Президенчĕ Крым кĕперĕн чукун çул пайĕнче çÿрев (движение) уçнă. Владимир Путин чукун çулпа Керчь хулинчен Тамане çитнĕ.

Раççей Президенчĕ Крым кĕперĕн чукун çул пайĕнче çÿрев (движение) уçнă. Владимир Путин чукун çулпа Керчь хулинчен Тамане çитнĕ. Керчь проливĕ урлă каçнă чух çĕршыв ертÿçи çурма çула çитиччен машинист кабининче ларса пынă, ун хыççăн вагонсенчен пĕрне куçнă. Вагонра кĕпер хывас ĕçре тăрăшнă рабочисемпе, инженерсемпе калаçнă. РФ Транспорт министерствин пуçлăхĕ Евгений Дитрих Крымри чукун çул сетьне аталантарассипе çыхăннă малашлăх планĕсем çинчен каласа панă.
Тамане çитсен çĕршыв пуçлăхĕ телемост мелĕпе пĕрремĕш пассажир поездне ăсатнă: кăнтăрлахи икĕ сехетре Санкт-Петербург хулинчи Мускав вокзалĕнчен Севастополе каякан «Таврия» фирма поездчĕ çула тухнă.
Крым кĕперĕ – Раççейпе Европăри чи вăрăм кĕпер. Вăл 19 çухрăм тăршшĕ. Кĕпер Тамань çурутравĕнче пуçланать, пилĕк çухрăмлă дамба тата Тузла утравĕ урлă иртет, Керчь проливне çыхăнтарса Крым çыранне тухать. Çапла майпа вăл Крыма Раççейĕн ытти регионĕсемпе çыхăнтарать.
- Паян Крымпа Севастопольшăн та, Кăнтăр Раççейпе çĕршывшăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ событи. Крым кĕперĕ çинчи чукун çул пĕтĕм экономикăна витĕм кÿрет.
Тата çакна та каласшăн. Асăннă маршрута эпир пуçласа мар, çĕнĕрен çеç хута яратпăр, мĕншĕн тесен пĕрремĕш маршрут 145 çул каялла йĕркеленнĕ. Раççей патшалăхĕн историйĕнче вăл виçĕ хутчен чарăнса тăнă: 1917 çулхи Октябрь революцийĕ, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче тата 2014 çулта. Чукун çулпа юнашарах автомобиль çулĕ пырать. Автомобиль юппине 2018 çулта хута янă. Çăк турттаракан поездсен çÿревне 2020 çулхи çулла уçĕç, - тенĕ çĕршыв ертÿçи Крым кĕперĕ çинчи чукун çул çÿревне уçнă май.
Читайте нас